Вӑрнар районӗнче 3 арҫын ача рельссем ҫине чулсем хурса алхаснӑ. Ҫакна «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен машинист асӑрханӑ та кун пирки Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗн дежурнӑйне пӗлтернӗ. Лешӗ ку хыпара транспорт полицине ҫитернӗ.
Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, ҫак ӗҫе тунӑ арҫын ачасене тупнӑ. Вӗсем 18 ҫул тултарманнине кура ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Театр – мой мир. Театр – манӑн тӗнче. Художник Станислав Кошкин» кӗнеке-альбома хӑтланӑ. Кӑларӑма Н. М. Кириллова пухса хатӗрленӗ. Ҫав кунах унта Станислав Кошкинӑн «Театр – мой мир» (чӑв. Театр — манӑн тӗнче) куравӗ уҫӑлнӑ.
Станислав Константинович — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗ. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче художник 75 ҫул тултарнӑ.
Станислав Кошкин Вӑрнар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Питӗр хулинче пурӑнать. Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ленинградри ҫамрӑксен театрӗнче художник-постановщикра тата ытти хулара ӗҫленӗ.
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 33 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 27-ри арҫынна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: ҫав кун гаражра /27-ри арҫын унта машинӑсем юсанӑ/ 33-ри арҫын машинӑна вӑрах вӑхӑт юсанӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкраххи аслине тимӗр профильпе пуҫӗнчен вилмеллех ҫапнӑ.
Хайхискер преступлени йӗрне пытарас тесе вилене машинӑна хурса посадкӑна кайнӑ, унта шӑтӑк чавса чикнӗ. Халӗ следстви пырать.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗкре пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти арҫын пӗве хӗррине пулӑ тытма кайнӑ. Анчах вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнман - путса вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Сӑмах май, ун пек инкек унччен Вӑрнар районӗнче те пулнӑ. Унта та арҫын пулла кайсан путса вилнӗ.
Паян Вӑрнар районӗнче пӑр ҫунӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хаҫата хыпарланӑ тарӑх, пӑр 14 сехет те 40 минутра ҫунӑ. Ҫакна Кӳтӳмер ялӗнче пурӑнакансем видео тата сӑн ӳкернӗ. Ҫынсем пӑр пӑрҫа пысӑкӑш ҫуни пирки хыпарланӑ.
Аса илтерер: синоптиксем ҫак кунсенче ҫумӑр ҫавасси пирки пӗлтернӗччӗ. Паян вара аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарасси ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк бронежилет сутатӑп тесе тӗнче тетелӗнче пӗтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн ун пек япала пулман та.
Кӑштахран тавар туянас кӑмӑллӑ ҫын та тупӑннӑ. Сутуҫӑна вӑл 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Яш ҫав укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 18 ҫулти каччӑна ҫынна улталанӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Етӗрнере пурӑнакан Иван Ермолаев ҫурлан 10-мӗшӗнче 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл - вӑрҫӑ ветеранӗ.
Иван Ермолаева 4-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, 1939 ҫулта, салтака илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл ҫарта пулнӑ. Иван Ермолаев Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Киле 1946 ҫулта старшина званийӗпе таврӑннӑ.
Кайран ӑна Украинӑна минӑсенчен тасатма янӑ. Чӑваш Ене 1950 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Унтан вӑл Вӑрнар районӗнче участок зоотехникӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Пенсие тухиччен Етӗрнери сӗт-ҫу савутӗнче директорта ӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑтра ветерана соцӗҫчен пӑхать, мӗншӗн тесен ачисем аякра пурӑнаҫҫӗ, отпускра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ. Ветеран уҫӑлса ҫӳреме юратать, политикӑпа кӑсӑклансах тӑрать.
Патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем тава тивӗҫлӗ ятсене час-часах тивӗҫеҫҫӗ тесен те йӑнӑшмастпӑр пулӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята халӗ Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторне Светлана Чикмяковӑна панӑ.
Ҫак хӗрарӑм 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2002-2005-мӗш ҫулсенче вӑл асӑннӑ хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, тӗп редакторӑн заместителӗнче-яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче редактор пулса тӑрӑшать.
Вӑл А. Емельянов ячӗллӗ преми лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн тата РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисемпе те чысланӑ.
Ҫуллахи ӑшӑ кунсенче ҫынсем ҫутҫанталӑкра канма юратаҫҫӗ. Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри патӗнчи кӳлӗ те ҫынсене илӗртет. Унта вырӑнтисем ҫуран утса пыраҫҫӗ, аякрисем — машинӑпа. Халӑх шыва кӗрсе савӑнать, хӗвел ҫинче хӗртӗнет.
Анчах вырӑнтисем каланӑ тӑрӑх, кӳлӗ хӗрринче тӗрлӗ ҫӳп-ҫап юлать. Хӑйсем хыҫҫӑн пуҫтарса-тирпейлесе хӑварма пурте юратмаҫҫӗ. Ҫавӑнта та вырӑнтисем тирпейлеме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |